|
Ял пурнӑҫӗ
![]() zivil.cap.ru/press_center сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳ районӗнчи Елӳ ялӗнче пушар гидранчӗ вырнаҫтарнӑ. Ӑна «Ниме — народный бюджет» (чӑв. Ниме — халӑх хысни) пуҫаруллӑ бюджет программипе туса лартнӑ. Ӗлӗкрех ялсенче шыв ӑсса илмешкӗн пысӑк пичкесем пурччӗ. Халӗ чылай ялта ун пек япала мӗнне те пӗлмеҫҫе пулӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Елӳ ялӗнче вара халӑхран укҫа пухса тата хыснаран укҫа уйӑрса пушар гидранчӗ йӗркеленӗ. Ӑна вырӑнтисем пилӗк вырӑнта вырнаҫтарма йышӑннӑ. Проектӑн пӗтӗмӗшле хакӗ 800 пин тенкӗ ытларах ларнӑ. Нимелли ӗҫленине Ҫӗрпӳ районӗн администрацийӗн сайтӗнче «Российское село» (чӑв. Раҫҫей ялӗ) федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пынине пӗлтернӗ. Килес ҫул вӑл программӑна лекес тесен заявкӑсене ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗччен памалла. Тӑкакӑн пӗр пайне халӑхран укҫа пухнипе тӑвакан пӗр-пӗр объект кирек хӑш тӑрӑхра та ҫӗкленсе ларӗ. Йӗрке-куркине лайӑхрах ӑнланас тесен народныйбюджет.чувашия.рф сайта кӗрсе пӑхмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ку хыпара пӗлсен пӗр енчен кулас килет, тепӗр енчен кулмалли те нимех те ҫук пек. Камитлен туйӑнакан ҫак хыпар пирки тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫатра паян ирпе хыпарланӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Урпаш ялӗнче ҫырма урлӑ кӗпер сарса парас вырӑнне ача-пӑча лапамӗ вырнаҫтарма йышӑннӑ. Урпаш ялӗнче пӗтӗмпе 67 кил, вӗсенчен хӑшӗ хупӑнса ларать иккен. Ҫав вӑхӑтрах ялта ача-пӑча лапамӗ тума йышӑнна. Ун валли кашни килтен 11-шер пин тенкӗ укҫа пухаҫҫӗ-мӗн. Ача-пӑча лапамӗ 7 миллион тенке кайса ларӗ. Хӑйсем тӗллӗн тунӑ чуччу ҫинче ярӑнса, кил умӗнчи пӗчӗк хӑйӑр купи ҫинче машина вырӑнне катӑк кирпӗчпе трактор тесе выляса ӳснӗ ҫынсем кун пек хака курсан тӗлӗннинчен тӗлӗнмелле мар-тӑр. Ҫитменнине тата юнашар ялсенче хайхи-майхи лапама ик-виҫ хут йӳнӗрехпе вырнаҫтарнӑ иккен. Ҫав вӑхӑтрах ялти ҫырма урлӑ каҫма кӗпер тусан ҫынсем тренажертан ытларах савӑннӑ пулӗччӗҫ. Ача-пӑча лапамӗ тума йышӑннӑ хастарсем вара урӑхларах шухӑшлаҫҫӗ курӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() "Чувашский край" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри фермер турист центрӗ йӗркелеме ӗмӗтленет. Красноармейски округӗнчи Ванюшкассинче пурӑнакан Александр Терентьев пӗтӗм ҫӗршыври туристсене Чӑваш Ене илӗртесшӗн. Александр тӑван ялта ашшӗн ӗҫне малалла тӑсас тесе юлнӑ. 2012 ҫулта унӑн пӗр кӗсре тытнӑ. Паян лаша шутне вуннӑна ҫитернӗ. Унсӑр пуҫне сурӑх нумай усрать. Чӗлхесӗр янавара ӗрчетме арҫынна ҫемйи пулӑшать: арӑмӗ тата виҫӗ ывӑлӗ. Ял арҫынни хӑйӗн выльӑх-чӗрлӗхӗпе час-часах тӗрлӗ ярмӑрккӑпа уява тухса ҫӳрет. Унта вӑл ачасене лашапа ярӑнтарть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Валерий Воронов сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи Очӑкасси ял клубӗнче кӗнеке хӑтлавӗ иртнӗ. Ҫавна май Муркаш районӗнчи тӗп вулавӑш тата Очӑкассинчи ял вулавӑшӗ вулав конференцийӗ йӗркеленӗ. Леонид Морозов ятлӑ автор «Слово ученика об учителях» кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ. Тиражӗ пысӑк мар-ха. 100 экземпляр. Сӑмах май каласан, Леонид Петрович 15 кӗнеке авторӗ иккен. Леонид Петрович Морозов хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекинче («Малая родина Оточево», 2014 ҫул) Шурик Матвеев ҫывӑх юлташӗ пирки пичетлесе кӑларнӑ. Александр Витальевич — инженер тата конструктор. Александр Витальевич сӑвӑ та ҫырать иккен. «Мой мир в рифмах» сӑвӑсен пуххине вӑл 30 экземплярпа тӑванӗсем валли кӑларнӑ. Кӗнеке 198 страницӑран тӑрать, унта 150 ытла сӑвӑ. Муркаш муниципалитет округӗн администрацийӗн культура тата архив ӗҫӗсен пайӗн пуҫлӑхӗ Любовь Рыжкова Л. П. Морозова тата А. В. Матвеева Муркаш тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Тав хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Иртнӗ шӑматкун Красноармейски районӗнчи Ҫырмапуҫӗнче ял кунне ирттернӗ. Вырӑнти хастар Зинаида Михайлова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫырмапуҫсем хӑнасене ҫавра ҫӑкӑрпа та чӑваш сӑрипе кӗтсе илнӗ. Ял уявне Карай территори пайӗн ертӳҫи Геннадий Сверчков уҫнӑ. Вӑл хӑнасене, ял-йыша паллӑ кунпа саламланӑ, пурне те ӑнӑҫуллӑ ӗҫлесе пыма, ытлӑ-ҫитлӗ те ӑраскалпа пурӑнма ҫирӗп сывлӑхпа ҫитӗнӳ суннӑ. Ҫырмапуҫ ялӗн историйӗпе ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Виталий Михайлов, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗ, Красноармейски округӗн энциклопедийӗн тӗп редакторӗ, хисеплӗ тавра пӗлӳҫӗ, Чӑваш наци академикӗ каласа кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, педагогика ветеранӗ эпир маларах асӑнса хӑварнӑ Зинаида Михайлован мӑшӑрӗ пулать. Ял уявне Красноармейски тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Олег Николаев та ҫитнӗ, вӑл вырӑнти хастарсене, ятлӑ-сумлӑ ҫынсене Тав хучӗпе чысланӑ. Сӑмах май каласан, вырӑс чӗлхи ялсенче те чӑваш чӗлхипе тупӑшсах янӑрать те, ҫырмапуҫсем те ял кунӗ валли хатӗрленӗ баннера «С праздником» тесе вырӑсла ҫырса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() «Контактри» сӑн Ҫак пичкесем мӗнле илемлӗ пулнине куратӑр-и? Ҫапла, чӑнах та питӗ хитре! Ӑна вара хӗрача сӑрласа илемлетнӗ. Ку пичкесем Вӑрмар округӗнчи Ҫӗнӗ Вӗренер ялӗнче лараҫҫӗ. Вӗсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн йӗркипе килӗшӳллӗн вырнаҫтарнӑ. Варя ятлӑ хӗрача вара кичем те тӗксӗм курӑнакан пичкесене сӑрласа илемлетме шухӑшланӑ. Вӑл тӑван ялӗн урамӗсене хитре сӗм кӗртме тахҫанах ӗмӗтленнӗ-ха. Халӗ ав пушар резервуарӗсем чӑн-чӑн арт-объект пулса тӑнӑ. Вӗсем иртен-ҫӳрене савӑнтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Зинаида Михайлова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Искей Пайтулӗн тӑван тӑрӑхӗнче, Красноармейски районӗнчи Сурӑмхӗрри ялӗнче, стадион уҫӑлнӑ. Искей Пайтулӗ 17-мӗш ӗмӗрӗн варринче пурӑннӑ. Вӑл поэт та пулнӑ, ҫар ҫынни те. Степан Разинпа пӗр шухӑшлӑ пулса 1670-1671 ҫулсенчи хресчен вӑрҫине хутшӑннӑ. Байдул Искеев Ҫӗрпӳ уесне кӗрекен Хоракассинчи (вӑл яла тепӗр майла Карайкасси те тенӗ) ҫуралнӑ, халӗ вӑл ял Красноармейски районне кӗрет, Сурӑмхӗрри ятлӑ. Ялти стадиона уҫма вырӑнти хастарсем, тӳре-шара, ял ҫыннисем хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
Ялта газ пулӗЯл пурнӑҫӗ
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Горбатовка ялне газ илсе ҫитермен иккен. Ку ыйтупа ял старости Ольга Ипатова республика Элтеперӗ Олег Николаев патне ҫул тытнӑ. Республика ертӳҫине хӑюллӑ хӗрарӑм газификаци ӗҫне хӑвӑртлатма ыйтнӑ. Олег Николаев ӗнентернӗ тӑрӑх, ку яла 2025-2026 ҫулсенче газ кӗртмелли республикӑри программӑна кӗртсе хӑварнӑ. Кӑҫал пирӗн республикӑра пысӑк тата пӗчӗк пусӑмлӑ газ пӑрӑхӗсем хума палӑртса хӑварнӑ, унсӑр пуҫне газ парассине йӗркелесе тӑракан пункт та тӑвасшӑн. Ӗҫе кӑҫалхи тӑваттӑмӗш кварталта вӗҫлемелле. Элтепер патне ҫитнӗ-ҫитнех, староста вырӑнти масар патне ҫул сарас ыйтӑва та хускатнӑ. Кун пирки Элтепер татсах каламан, анчах муниципалитет пуҫлӑхӗпе ыйтӑва сӳтсе явма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Атнар ялне шыв кӗртме хыснаран 152, 2 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ку цифрӑна патшалӑх закупикисен сайтӗнче палӑртса хӑварнӑ. Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗн администрацийӗ ялта шыв кӗртме килӗшекен организацие шырать. Уншӑн вырӑнти хыснаран 152,2 миллион тенкӗ уйӑрма хатӗр. Подрядчика ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче палӑртмалла. Шывпа тивӗҫтерессине икӗ ӑстрӑмпа пурнӑҫламалла: контракта алӑ пуснӑ вӑхӑтранпа 2026 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗччен тата 2027 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗччен. Ӗҫе контрактпа палӑртнӑ вӑхӑтран иртерех вӗҫлесен те юрать тесе пӗлтернӗ. Ку хыпара «Правда ПФО» интернет-хаҫатра пӗлтернӗ. Ӑна вуланисенчен хӑшӗсем шыв кӗртме ҫавӑн чухлӗ укҫа тухса кайма пултарнине шанмасӑртарах ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
|
Ял пурнӑҫӗ
![]() Зинаида Михайлован ВКри страницинчен илнн сӑнӳкерчӗк Красноармейски муниципаллӑ округне кӗрекен Сурӑмхӗрри ялӗнче стадион тума пуҫланӑ. Вырӑнти хастар, Зинаида Михайлова, «Контактра» халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «ялти хастарсен пуҫарӑвне Красноармейски муниципалитет округӗн пуҫлӑхӗ Павел Семенов тата Карай территори пайӗн ертӳҫи Геннадий Сверчков ырласа йышӑннӑ, май пур таран пулӑшма шантарнӑ». Стадиона туса пӗтерсен унта мини-футбол тата волейбол выляма май килӗ. Зинаида Михайлова хыпарланӑ тӑрӑх, ҫав стадиона тӑвасса ачасемпе ҫамрӑксем хавхаланса кӗтеҫҫӗ. Ачасем спортпа туслӑ пулни калама ҫук лайӑх, паллах. Спорт лапамӗ Карай ялӗнчен килекен ҫул хӗрринче, Сурӑмхӗрри ялӗ ҫывӑхӗнче, пулӗ. Унӑн тӑршшӗ — 50 метр, сарлакӑшӗ — 35 метр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||
